Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхне аркатса тӑкнирен президент тытӑмне пӑрахӑҫланиччен

Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхне аркатса тӑкнирен президент тытӑмне пӑрахӑҫланиччен

Пирӗн ҫӗнӗ текст — Ӑтӑл тӑрӑхӗнче пурӑнакан тӗрӗк ушкӑнне кӗрекен чӑваш халӑхӗ ҫинчен. Хальхи вӑхӑтра чӑваш чӗлхи ҫухалса пыракан чӗлхесен ушкӑнне кӗрет, Чӑваш Республикинче чӑн патшалӑх палӑрӑмӗсем те формальнӑй кӑна пулса юлнӑ. Хӑйӗн статьинче Кирилл Корольков — политологи тата islamiс studies енӗпе ӗҫлекен тӗпчевҫӗ, чӑваш ҫӗрӗсене ярса илни, вӗсене пусмӑр айне туни, киреметьсемшӗн хырҫӑ тӳлеттерни тата Хаяр Йӑван патшана палӑк лартни ҫинчен каласа парать.


Чӑвашсем

Чӑвашсем — Атӑлпа Урал тӑрӑхӗнче пурӑнакан тӗрӗк халӑхӗ, Чӑваш Республикин «тӗп нацийӗ». Вӗсӗм ӑҫтан тухни, пулса кайни ҫинчен ку таранчен те академиксем хушшинче тӗрлӗ дискуссисем пыраҫҫӗ. Пӗр чи хирӗҫле мар верси тӑрӑх [1] — хальхи чӑвашсем Кавказпа Азов таврашӗсенче пурӑннӑ пӑлхарсемпе сӑварсен йӑхӗсенчен тухнӑ, унтан VIII–IX ӗмӗрсенче Вӑтам Атӑл тӑрӑхне куҫса килнӗ. Вырӑнти финн-укӑр ҫыннисемпе хутшӑнса Пӑлхар халӑхӗсен пӗрлешӗвӗ туса янӑ. Х-мӗш ӗмӗрте унӑн никӗсӗ ҫинче Атӑлҫи Пӑлхар — вӑтам ӗмӗрти вӑйлӑ аталаннӑ хуҫалӑхлӑ патшалӑх пуҫланса кайнӑ, Атӑл юханшывӗпе пыракан суту-илӳ ҫулӗ ӑна ӳссе ҫирӗпленме пулӑшнӑ. Чи пысӑк пӑлхар хулисем — Пӑлхар, Пӳлер тата Сӑвар хальхи Тутар Республикин территорийӗнче вырнаҫнӑ пулнӑ. 922-мӗш ҫулта Пӑлхар патшалӑхӗн официаллӑ тӗнӗ ислам пулса тӑнӑ, ӑна хула ҫыннисем тата пуянӗсем кӑмӑлласа кӗтсе илнӗ.

Атӑлҫи Пӑлхарпа Руҫ

Пӑлхарпа вырӑс кнеҫлӗхӗсем хушшинчи ҫыхӑнусем ҫӑмӑлах пулман: патшалӑхӗсем экономикӑпа политикӑ енчен тупӑшса пурӑннӑ, ҫавӑнпа ҫулран-ҫула хӗҫпӑшаллӑ тытӑҫусем вӑхӑтлӑ килӗшӳсемпе черетленсе тӑнӑ. Вырӑс княҫӗсен пӑлхар ҫӗрӗсене вӑрҫӑпа ҫӳренӗ, ку пӑлхарсемшӗн йывӑр йӑтӑм пулнӑ, ирӗксӗрех ҫӗрӗсене хӳтӗлӗме чылай ресурсем тӑкаклма тивнӗ.

Улатимер-Сустӑль кнеҫлӗхӗ вӑйланса пынӑ май Вӑтам Атӑл тӑрӑхӗнчи ҫӗрсене туртса илнине тӗнпе ҫыхӑнтарнӑ: влаҫа тытса тӑракансем пулӑшнипе Атӑлҫи пӑлхарсен тӗн йӑлисенӗ тата «киревсӗр » хыҫҫӑн пыраканнисене питлекен алҫырӑвӗсем ҫырнӑ. Сӑмахран, йӗрӗхсем (кӗлеткесем) ҫинчен калакан «Слово об идолах» трактат хӑйлавҫи пӑлхар мӑсӑльманӗсене «этем йӑхӗн тӑшманӗсем», «хӗтӗртекен шуйттансем», — тесе ҫырать, хӗрес тытса вӗсене хирӗҫ вӑрҫӑпа кайма чӗнет — ҫакӑн евӗрлӗ пӑлхарсен сӑнарне ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ летопиҫӗсен пуххисенче час-часах тӗл пулма пулать. 

Юрий Долгорукий, , Всеволод Пысӑк Йӑва вырӑс патшисем пӑлхарсен ҫӗрӗсене темиҫе хут та ҫар пуҫтарса вӑрҫӑпа пынӑ. Пӑлхарсем вара Устюг, Мурӑм, Сустӑль (Суздаль) тата Кисан (Рязань) хулисене вӗсене хирӗҫ тапӑннӑ. XIII ӗмӗр пуҫламӑшӗнче Улатимӗр хула таврашӗнчи кнеҫсем Атӑлӑн сылтӑм енчи пӑлхарсен Ишлӗ (Ошель) тата Тикеш (Тигашев) хулисене ҫаратса ҫунтарса янӑ. Пӑлхарсенчен туртса илнӗ ҫӗрӗсенче ҫӗнӗ хуласем , Пӑлхар патшалӑхӗн тӗп хулине чикӗ ҫывӑхӗнчи Пӑлхартан инҫерех вырнаҫнӑ Пӳлер хулине ирӗксӗрех куҫарма тивнӗ. Ҫав вӑхӑтрах Улатимер княҫӗсем хушшинче тӑтӑшах шалти вӑрҫӑсем пулнӑ пирки, вӗсем пӑлхарсене тӗппипех аркатса тӑкма ҫителӗклӗ ҫар вӑйӗсем пуҫтарайман.

Чӑвашсем мӗнле вырӑссен пусмӑрӗ айне лекни: Ту енне туртса илни (аннексийӗ) 

Колонизациен тепӗр тапхӑрӗ 1540–1550-мӗш ҫулсенче Хусан ханлӑхӗ Мускав патшалӑхне хирӗҫ тӑнӑ вӑхӑтпа ҫыхӑннӑ. Хусан ханлӑхӗнче чӑвашсем хырҫӑ тӳлекен ҫынсем шутӗнче пулнӑ пулсан та, вӗсен кнеҫӗсем пӗрле чаплӑ ҫынсен аялти шайне анчах кӗнӗ. Патшалӑхӑн ҫӳлте тӑракан чаплӑ ҫыннисем вара тутар-кӑпчаксенчен тата ислам тӗнне йышӑннӑ пӑлхар улпучӗсенчен тӑнӑ.

XV ӗмӗр варринче ханлӑхӑн чӑвашсемпе ҫармӑссем пурӑнакан Атӑлӑн сылтӑм ҫыранӗнчи Ту енӗн ҫӗрӗсем Хусанпа Мускав ҫарӗсен ҫапӑҫӑвӗсен хирӗ пулса тӑнӑ. Вӑрҫӑ пулнипе чӑвашсен хырҫӑ йывӑрлӑхӗ чылай ӳссе кайнӑ тата вӗсене хан ҫарне хӗсмете илсе кайнӑ. Тӑнӑҫлӑ ҫулсенче Мускав Хусан престолӗ ҫинче унӑн интересӗсене хӳтлекен ҫын ларнине ырласа пулӑшса тӑнӑ. 1487–1521-мӗш ҫулсем хушшинче Мускава пӑхӑнса тӑнипе юнлӑ вӑрҫӑсем пулман. Тата чӑвашсене сахалтарах хырҫӑ тӳлеме май паракан реформа ирттернӗ пулнӑ.

Тӑнӑҫлӑ пурнӑҫ нумай тӑсӑлман — 1540 ҫул вӗҫӗнче Мускав правительствин кулуарӗсенче Макарий митрополитӑн вӑрҫӑ пуҫламалли проекчӗ ҫуралнӑ. Унӑн идеологӗ Иван Пересветов, тӗрӗссипе каласан, Раҫҫей империализмла идеологийӗн никӗсне пӗрремӗш чулне хунӑ, вӑл Хусан Мускавпа туслӑ пурансан та, хамӑр хӑрушсӑрлӑха сыхлатпӑр тесе «подрайски ҫӗрӗсене» ҫӗнсе илсе парӑнтарма сӗннӗ.

1551 ҫулта Мускав ҫыннисем Хусан ханлӑхӗн пӗтӗм юханшыв ҫулӗсене хупӑрласа хунӑ та унӑн ҫӗрӗсенче Сӗве (Свяжск) крепӑҫне туса лартнӑ; ҫак таврара пурӑнакан чӑвашсемпе ҫармӑссем Мускав патшине присягӑ панӑ. Присягӑ йышӑннисечен хӑшӗ-пӗрисем — Мускав политикинче ӗлӗкри пекех, халӗ те упрама Хусан престолӗ ҫинче Мускава итлекен хан лармалла — тесе шутланӑ. Чӑвашсемпе ҫармӑссен тепӗр пайне Сӗве (Свияжск) ҫарпуҫӗсем парнесем парса хӑйсене майлӑ ҫавӑрнӑ. Вӗсенчен хӑш-пӗрисене вырӑс патши патне илсе пынӑ, унтан вӑл весене «чаплӑ шалу парса хисепленӗ» те хӑйӗн подданствине куҫма хистенӗ. «Пӗтӗм Ту енӗнчен пуҫ ҫапакан» элчӗсен пӗр ушкӑнӗпе тӗл пулнӑ хыҫҫӑн, патша Ту енне Мускавӑн хӑй тӗллӗн облаҫӗ тесе йышӑннӑ, «ту ҫыннисене» вара Хусана илме вӑрҫа янӑ, — халӗ калашле, пулма. 

Раҫҫей историне ҫырса пыракансем ҫак событисенчен чӑвашсем Мускав патшалӑхне «ирӗклӗн» кӗни ҫинчен мифологема хывнӑ. Тӗрӗссипе каласан, урӑх патшалӑхӑн пӗр пайне туртса илни (аннекси) ҫинчен сӑмах пынӑ, ӑна Мускав лартнӑ Шах-Али хан та — чӑвашсене присягӑ партарнӑскер, чӑвашсем те йышӑнман: 1552 ҫул пуҫламӑшӗнчех Мускав ҫарпуҫӗсем «ту ҫыннисем сутӑннӑ, » тесе ҫырнӑ. Хусан енне пӑхакан чӑвашсен пӑлхавне путарнӑ пулсан те, Мускав патши чӑвашсен шанчӑклӑхӗ пирки иккӗленнӗ, ҫавӑнпа 1552 ҫулти юпа уйӗхӗн 2-мӗшӗнче Хусана илнӗ чухне Мускава пӑхӑнакан чӑвашсен ушкӑнӗсене кӗртмен [4] [5]. Хусан ӳкнӗ хыҫҫӑн чӑвашсен тата ытти халӑхсен ирӗклӗхшӗн пыракан кӗрешӗвӗн ҫӗнӗ тапхӑрӗ пуҫланнӑ, «ҫармӑссен вӑрҫисем» сахалтан та вӑтӑр ҫул пынӑ.

Колонизаци чӑваш халӑхӗн хуҫалӑх тытӑмӗне, социаллӑ тата тӗн пурнӑҫӗне мӗнлӗ улшӑнусем кӳнӗ

Чӑваш ҫӗрӗсене колонизацилени Мускав Хусан ханлӑхне ҫӗнтернӗ хыҫҫӑн пуҫланнӑ. чӑвашсене тата Атӑл тӑрӑхӗнчи пурӑнакан ытти халӑхсене хуласенче тата унӑн таврашӗнче пурӑнма ирӗк паман. кӗске вӑхӑт хушшинче чиновниксене валеҫсе панӑ, тепӗр пайне улпутсемпе православи  никамран ыйтмасӑр тытса илнӗ, вырӑнти халӑха «». Ҫакӑ вӑхӑтра кашни ҫулах Атӑл тӑрӑхне ҫӗршывӑн вӑтаҫӗрти районӗсенчен пиншер вырӑс хресченӗсем куҫса килнӗ. XVII ӗмӗрӗн пуҫламӗшӗнчи хӗрӗх ҫул хушшинче регионти чиркӳ ҫӗрӗсен шучӗ виҫӗ хут ӳснӗ; 1678 ҫул тӗлне 300 пине яхӑн вырӑс хресченӗсем куҫса килнӗ. Ҫӗр ҫуккипе тата улпутсем пусмӑрланипе чӑвашсен хӑйсем пурӑннӑ вырӑнӗсенчен ирекӗрех хӗвелтухӑҫнелле куҫса кайма тивнӗ; ҫакӑнпа хальхи Пушкӑрт Республикин ҫӗрӗсенче чӑвашсем пысӑк общинисем пулса кайнӑ.

«Ҫармӑс вӑрҫисем» вӗҫленнӗ хыҫҫӑн чӑвашсене тата Атӑл тӑрӑхӗнчи ытти халӑхсене тимӗрҫӗ ӗҫӗпе аппаланма, хӗҫпӑшал тата металлсем сутма чарнӑ. Ку мерӑсене хӗҫпӑшаллӑ пӑлхавсем пуҫланасран хӑраса йышӑннӑ. Ҫапах та чӑвашсем Пӑтранчӑк вӑхӑтра (1605–1612) пӑлханнӑ, Степан Разин (1670–1671) тата Емельян Пугачев (1774) еретсе пынӑ хресчен вӑрҫисене хутшӑннӑ, 1842-мӗш ҫулта пуҫланӑ.

Пусмӑр уйрӑмах Аслӑ Петӗр патша хыҫҫӑнхи тапхӑрта йывӑрланнӑ: чӑваш хресченӗсем «» — патшалӑх хресченӗсем шутне кӗнӗ пирки, вӗсен питӗ нумай куланай тӳлемелле пулнӑ тата йывӑр ӗҫлеме тивнӗ. Килрен пухнӑ хырҫӑ вырӑнне халӗ кашни чунран куланай, укҫа-тенкӗ обрукӗ тата тӗрлӗрен налуксем пуҫтарнӑ, те укҫа тӳлемелле пулнӑ. Чӑвашсен ҫар тивӗҫӗн вӑхӑтне 25 ҫулччен ӳстернӗ те хуласем, верфьсем тата каналсем тума янӑ.

Чӑваш халӑхӗ вӗҫмсӗр чиновниксем пуҫтахланнипе асапланнӑ, куланай пухакансем час-часах хӗнесе тата хӑратса хӑварнӑ. Вырӑс публицисчӗ Александр Герцен, 1840-мӗш ҫулсенче, ҫакна хӑйӗн куҫӗсемпе курнӑскер, ҫапла ҫырнӑ: «земски полицийӗ валли арсем, мӑкшӑ-ирҫесем, чӑвашсем — чӑн-чӑн мул, полиципе чиновниксем ҫав чухӑнсемпе имӗнмесӗр тӗлӗнмелле япаласем тӑваҫҫӗ. Кӑлава та пухать, старӑстӑ та пухать, хресченсем юлашки пусне илсе килсе параҫҫӗ». 

Раҫҫей патшалӑхӗ тата чӑвашсене хӑйсен тӗнӗнчен Христус тӗнне ҫавӑрма тӑрӑшнӑ. Вӑйпа Христус тӗнне кӗртни 1740 ҫулта йӗркеленӗ «Ҫӗнӗ тӗне кӗртмелли ӗҫсен Кантурӗн» ӗҫ-хӗлӗпе ҫыхӑннӑ пулнӑ. Христианлӑха куҫакансене тӗрлӗ ҫӑмӑллӑхсем панӑ пулин те, «вырӑс тӗнне» час-часах вӑйпа сарӑлтарма тивнӗ. Вырӑнти чиркӳ ҫыннисем чӑвашcен тӗнӗпе тата йӑлисемпе патак ҫитерсе, тӳлевсемпе тата тӗрмене лартса кӗрешнӗ, халь кӑна тӗне кӗнӗ ҫынсене христианлӑх йӑлисене тытса пымасан судпа айӑплама та пултарнӑ. Ҫирӗм ҫул хушшинче Атӑл тӑрӑхӗнче пурӑнакан ҫӗршер пин чӑвашсемпе ытти халӑхсене православи тӗнне кӗртнӗ. Чиркӳ ҫыннисем вырӑнти пурӑнакан халӑхсен чӗлхисене пӗлмен пирки, чиркӳ проповечӗсене авалхи славянсен чӗлхипе е вырӑсла ирттернӗ, кун пирки чӑвашсем «вырӑс тӗнне» тӗплӗн ӑнланайман: ҫавӑнпа православийӗн хӑш-пӗр пайӗсем чӑвашсен тӗнче курӑмӗпе , унтан — синкретизм е икӗтӗнлӗх йӗркеленсе кайнӑ. 

Тене кӗртес ӗҫе тӗплӗн туманнипе XIX ӗмӗрте кашни вунӑҫуллӑхра православирен пӑрӑннаканисен куҫӑмӗсем ҫуралнӑ. Влаҫсем турӑран пӑрӑнаканнисене, чи сӗмсӗррисене, вырӑс ялӗсене куҫарса янӑ, ирӗксӗр венчетленӗ, ачисене тӗне кӗртнӗ, анчах та чӑвашсем час-часах хӑйсен йӑлана кӗнӗ тӗнне таврӑннӑ, хӑш чухне тата пачах та мӑсӑльман тӗнне куҫнӑ — ку вара Раҫҫей империйӗн влаҫне тата та ытларах сехӗрлентернӗ.

Ҫын чунне колонизацилени: чавашсем тата ориентализм

Постколониализма тӗпчекенсен классикӗ Эдвард Саид ҫырнӑ тӑрӑх, ориентализм — Хӗвелтухӑҫпа Хӗвеланӑҫри ҫӗршывсен « уйрӑмлӑхӗ» ҫинче никӗсленнӗ шухӑш стилӗ анчах мар, тата «Хӗвелтухӑҫпа ҫыхӑнса ӗҫлемелли корпораци институчӗ, унта пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса ӗҫлени — ун ҫине епле пӑхмаллине хӑйланине, ӑна ҫырса кӑтартнине, вӗрентнине, ӑна йӗркелесе тата ертсе пынине» пӗлтерет[9]. Ҫапла вара колонизаци процесӗ субалтернпа — колонизациленӗ ҫынсем ҫинчен пӗлусем хӑйламалли процеспа уйрӑлми ҫыхӑннӑ.

XIX ӗмӗрте Хусан кӗпӗрни вырӑссен интеллектуалӗсемшӗн Хӗвелтухӑҫ — ҫывӑхри урӑх тӗнче пулнӑ. «Хусан пӗлтерӗшӗ пысӑк: вӑл икӗ тӗнчен тӗлпулу вырӑнӗ. Ҫавӑнпа унта икӗ пуҫламӑш — хӗвеланӑҫпа хӗвелтухӑҫ», — тесе ҫырнӑ Герцен. Империн чиккисем Хусан кӗпӗрнирен таҫта ҫитиех сарӑлса выртнӑ пулсан та, вӑл Хӗвелтухӑҫ пулнӑ, мӗншӗн тесен унта тӗрлӗ йышши «» пурӑннӑ. Империри влаҫ органӗсем "хӗвелтухӑҫа" тӗпчесе пӗлни пӗлтерӗшӗ хаклӑ тесе шутланӑ, ҫавӑнпа Хусанта университетпа тӗн академине уҫнӑ, вӗсем тӗп халӑхсем ҫинчен пӗлӳ хӑйлакан центӑрӗсем пулса тӑнӑ, ҫак пӗлӳсене влаҫ хӑйӗн политикинче .

Хальхи вӑхӑтра импери этнографине тӗпчени вырӑссем чӑвашсене мӗнле курнине кӑна мар, чылай чӑвашсене хӑйӗн этничноҫӗнчен вӑтантаракан (хӑйсем ҫинчен) стереотипсем ӑҫтан тухса кайнине те ӑнланма май парать. Эдвард Саидӑн ориентализм — дискурс пек пулни ҫинчен калакан концепцийӗ Мишель Фуко влаҫӗн теорийӗ ҫине тӗрӗнсе тӑрать. Фуко ҫырнӑ тӑрӑх, влаҫ хӑш-пӗр институтсенче е центрсенче пухӑнмасть, тӗрлӗ ҫыхӑнусенче (экономика, политика тата ыт.) сапаланать. Ҫав хушӑрах влаҫпа пӗлӳ хушшинче ҫирӗп пур: влаҫ мӗнле те пулин хутшӑнусен субъекчӗ ҫинчен пӗлӳ хайлать, шӑпах ҫак пӗлӳпе усӑ курса вӑл паллӑ пӗлтерӗшлӗ идентичноҫӗпе тата ӑнланусен пуххипе ҫирӗпленет.

Вырӑс этнографӗ «чувашенин» сӑнарне мӗнле курать-ха?

профессорӑн 1851 ҫулта пичетленсе тухнӑ «Чуваши в бытовом, историческом и религиозном отношениях» ятлӑ монографире ҫапла ҫырнӑ: 

«Сирӗн пата тӗттӗм кӗтесрен, анчах тискерлӗхрен тухнӑ халӑх хушшинчен ҫыратӑп... Чӑвашсен  тӗттӗм, тискер, чӑртмах енӗнсем халӗ якалса тикӗсленме пуҫланине курса савӑнар-ха. Хӑйсен ӗлӗкхи тӗн ӗненӗвӗсене вӗсем паян хакламаҫҫӗ, йӗрӗнеҫҫӗ. Сӑваплӑ ращисене (киремечӗсене) пурне те касса пӗтернӗ, вӗсен йӗрӗ те юлман.

<...>

Чӑваш ҫынни текех тӑмсай пек пӑхмасть. Вӑл кашни Вырӑсра хӑйӗн хуҫине, улпутне курмасть. Ҫемски полицин чиновникӗсене, округ начальникӗпе унӑн пулӑшуҫӗсене вӑл тӗнчере чи чаплӑ та вӑйлӑ ҫынсем тесе тек шутламасть. Вӑл Хусана ҫитмелли ҫула та пӗлет; тата вӑл унӑн пӗтӗм пусмӑрти ҫынсене хӳтӗлекенн, хута кӗрекен Патша пуррине те пӗлет, уншӑн вӑл чиркӳре кӗлтӑвать; ҫара вара, авланнӑ тӑванӗ е тусӗ вырӑнне, хаваслансах черетсӗр каять. Халӗ чӑвашсем ҫӑмӑллӑн ӗненни тата айван пулни — халап ҫеҫ пулса юлнӑ».

«Пархатарлӑ тискер ҫын», ҫутта тухма ҫунаканскерӗн сӑнар — чӑн-чӑн кӑтартуллӑ колониллӗ . Раҫҫей чиновникӗсемпе этнографӗсем ҫакӑн пек час-часах ют йӑхсем-христиансем е урӑх тӗнлӗ ҫынсем ҫинчен мӑнкӑмӑллӑн та ачӑшшӑн ҫырса кӑтартнӑ.

Хӗвелтухӑҫӗнчи ҫӗршывсене тӗпчекен ӑсчах — тӗн саракан Николай Ильминский шутланӑ тӑрӑх, «раҫҫейен ют йӑхӗсем» вырӑссенчен «ҫамрӑкрах», тасарах тата айӑпсӑртарах пулнӑ, Раҫҫей Хӗвеланӑҫ ҫӗршывӗсенчен ҫамрӑкрах та ҫылӑхсӑртарах пулнӑ. Ӑна хӑйсен «ют йӑхӗсем» пулни, вӗсене вӗрентсе улӑштарни тата аталантарни — импери тӑвакан кашни халӑхӑн атрибучӗ пулнӑ пек курӑннӑ.

Ильминский, тӗн саракан пулнӑ май, Атӑл тӑрӑхӗнчи пурӑнакан христиансен пурнӑҫӗ ҫине уйрӑмах тимлӗн пӑхнӑ тата исламизаци процесӗсене хирӗҫ кӗрешнӗ. Темиҫе вунӑҫуллӑх хушши вӑл «ют йӑхсен» чӗлхисемпе вӗренмеллине тата турра кӗлтумалли кирли ҫинчен каланӑ, 1870 ҫулта Халӑх ҫутӗҫ министерстви кӑна ырланӑ. Ултӑ ҫул маларах империн Халӑх ҫутӗҫ министерстви вӗренӳ заведенийӗсенче вырӑсла кӑна вӗрентмелли ҫинчен хушу кӑларнӑ пулнӑ, ҫапла ирӗксӗр вырӑслантармалли политикин активлӑ тапхӑрне пуҫарнӑ.

Ильминскийӗн шухӑше ҫакӑн пек пулнӑ — «ют йӑхсене православи тӗнне» ятарлӑ хӑнӑхтармалла, вӗсен «ӑс-тӑнне вырӑслатмалла», ун хыҫҫӑн вара ассимиляци тума май пулать. «Эпӗ шутланӑ тӑрӑх, ҫакӑн пек сапаланса пурӑнакан халӑхсем питӗ тӗрӗклӗ пулаймаҫҫӗ, каярах вӗсем вырӑс халӑхӗпе историн ҫулӗпех пӗрлешсе каяҫҫӗ» [12], — тесе каланӑ Ильминский П. Победоносцева — Синодӑн обер-прокурорне. 

Анчах та, «ют йӑхсене» вырӑссем кӑна ӗҫлекен вырӑнсене кӗртмелли ҫинчен каланӑ Ильминскийӗн шухӑшӗпе пурте те килӗшмен. Сӑмахран, пӗр чӑваш священникӗ хӑйӗн аса илӳсенче ҫакӑн пек ҫырнӑ, 1882-мӗш ҫулта ӑна священник санне халаланӑ чухне пӗр консисторине кӗрекен вырӑс каланӑ: «Ӑҫта, эсир, чӑвашсем, кӗресшӗн? Эсир пирӗн ачасен ҫӑкӑрӗсене туртса илетӗр» [12].

Чӑвашсем СССР вӑхӑтӗнчӗ 

Ҫӗнӗ ӗмӗр пуҫламӗшӗ Чӑваш автономине хастарлӑ тунӑ тапхӑр пулнӑ, анчах та политикине хупса хуни ӗҫсене курӑмлӑ улӑштарнӑ. Чӑваш АССР Конституцийӗнчен чӑваш чӗлхин патшалӑх статусӗ ҫинчен калакан статьяна кӑларнӑ, патшалӑхӑн тӗп органӗсем ҫумӗнчи чӑваш представительствисене пӗтернӗ, чаваш чӗлхипе кӑларнӑ чи вулакан «Коммунар» тӗп хаҫатне пичетлеме пӑрахнӑ, Чӑваш культурине тӗпчекен Мускав обществине хупса хунӑ.

Сталин репрессийӗсем чӑвашсен интеллигенцийӗн пысӑк пайне тивнӗ. Тăван ене тĕпчекен пĕрлĕхе салатса янӑ, унта тӑракан ҫынсене буржуази национализмӗ енне сулӑннӑ е кулак тесе айӑпланӑ. Чӑваш сӑвӑҫӗн Петӗр Хусанкайӗн хӑш-пӗр хӑйлавӗсене «ытлашши тухӑҫ сӑмахӗсемпе тултарнӑ» пиркипе «кулакла тата национализмла пултаруллӑх» — тесе каланӑ, революциччен кӑларнӑ чӑваш чӗлхи словарӗ «чӑн-чӑн контрреволюциллӗ» пулса тӑнӑнӑ. 1930-мӗш ҫулсен иккӗмӗш пайӗнче шкулта 8–10-мӗш классенчи вӗрентӳне вырӑс чӗлхине куҫарнӑ, республикӑри ертсе пыракан органсенче тӗп вырӑнӗсене вырӑссене лартнӑ.

СССР вӑхӑтӗнче чӑваш халӑх историографийӗ пӗр аслӑ нарратива пӑхӑннӑ: совет влаҫӗ киличчен чӑвашсем начар пурӑннӑ — малтан вӗсене Хусан ҫӗр улпучӗсем пусмӑрланӑ, унтан вырӑс патши ури айӗнче пулнӑ. Сӑмахран, «Приглашение в Чувашию» (1972) кӗнеке авторӗсем калашле, Чӑваш ҫӗрӗ «патша Раҫҫейӗнче чи тӗттӗм, чи тӗксӗм тӗрми» пулнӑ.

1960–1970-мӗш ҫулсенче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентнине пӑрахӑҫланипе, ялсенче те чӑваш чӗлхине йӑла шайӗнче ҫеҫ усӑ курма пуҫланӑ. Лексика калӑпӑшне пӗчӗклетнипе тата пӗтӗмӗшле чӑваш чӗлхи пӗлни шайне чакарнипе ахаль ҫынсен ӑс-тӑнӗнче вӑл «аталанса ҫитеймен» текен шухӑшпа ҫирӗпленнӗ. Ҫавна пула Совет режимӗн юлашки вунӑ ҫулӗсенче чӑваш чӗлхине пӗлекен ҫынсен йышӗ чакса пынӑ, ҫак юхӑм хуласенче, ялтисемпе танлаштарсан, хӑвӑртрах пулнӑ.

Хальхи Раҫҫейри чӑвашсен вырӑнӗ

Совет тапхӑрӗ хыҫҫан чӑваш чӗлхи тӗлӗшӗнче тӗплӗ улшӑнусем пулман. Чӑваш Ен Конституцийӗпе чӑваш чӗлхи, вырӑс чӗлхипе пӗрлех, патшалӑх чӗлхи шутланать, анчах кулленхи пурнӑҫра вӗсен хушшинчи функцисене уйӑрнӑ. Ӗҫ хучӗсене чӑвашла ертсе пымаҫҫӗ, халӑх умӗнче унпа питӗ сахал усӑ кураҫҫӗ. Шкулта тата ӗҫре вырӑс чӗлхипе нумайрах калаҫаҫҫӗ, чӑваш чӗлхипе вара ячӗшӗн ҫеҫ администраци ҫурчӗсем ҫинчи ят хӑмисене, урамсемпе чарӑнусен ячӗсене куҫарса ҫырса хунӑ ҫерте усӑ кураҫҫӗ тата официаллӑ ҫынсем саламлӑ сӑмахсен каланӑ вӑхӑтра пӗрремӗш пайӗне чӑвашла калаҫҫӗ, малалла вара вырӑс чӗлхине куҫаҫҫӗ. Хуласенче ытларах чӑвашла аслӑ ӑру е ялсенчен килнӗ ҫамрӑксем калаҫаҫҫӗ. Юнеско эксперчӗсем чӑваш чӗлхине «» шутне кӗртеҫҫӗ.

Нумай вӑхӑт хушши икчӗлхелӗх шкулсенче чӑваш чӗлхине тивӗҫлӗ вӗрентнипе тытӑнса тӑнӑ, ҫав вӑхӑтрах чӑваш чӗлхине пуҫламӑш шкулта чӑвашсем ҫеҫ пурӑнакан ялӗсенче кӑна вӗрентнӗ. Чӑваш республикин ытти вӗренекенсемшӗн шкул программи предмечӗ анчах пулнӑ. 2018 ҫулта «Вӗренӳ ҫинчен» федеральнӑй саккунне кӗртнӗ тӳрлетӳсем терлӗ халӑхсен чӗлхисене факультативлӑ шайне антарнӑ.

Ҫак мерӑсемшӗн тӑракансем : кирлӗ пулсассӑн, ҫемьере чӗлхене упрама нимӗн те кансӗрлемест. Тепӗр енчен, шкулсенче вӗренмен кирек хӑш чӗлхе те калаҫу форми таран чакса ларать. Ҫакӑн пек чӑваш чӗлхине маргинализацилени питӗ сиенлӗ ҫаврӑма лекет: чӗлхене факультативлӑ вӗренни чӗлхепе усӑ курассине чакарать, вӑл вара, хӑй енчен, факультативла вӗренмелли черетлӗ сӑлтав пулса тӑрать.

Хальхи вӑхӑтра хулара пурӑнакан ҫемьесенчи кулленхи пурнӑҫра чӑваш чӗлхи вырӑнне вырӑс чӗлхи йышӑнать, ашшӗ-амӑшӗсем вара хӑйсен ачисемпе пачах та чӑвашла калаҫмаҫҫӗ. Ҫапла вара, хуласенче ӳснӗ иккӗмӗш ӑру ытларах вырӑс чӗлхипе калаҫма кӑмӑллать. Республика тулашӗнче, вырӑс регионӗсенче пурӑнакан чӑвашсем хӑйсен ачисене чӑваш чӗлхепе тата культурипе паллаштармаҫҫӗ, час-часах хӑйсене вырӑссем пек идентификацилеме пуҫлаҫҫӗ, этничноҫне пытараҫҫӗ, ҫапла май вырӑсла калаҫакансен хушшине ҫухалса каяҫҫӗ.

Ассимиляци процессӗсем демографире — халӑх йышши ылмашӗвӗсенче палӑраҫҫӗ. Юлашки Халӑхӑн ҫыравӗпе, вунӑ ҫул хушшинче Раҫҫейри чӑвашсен шучӗ чӗрӗк таран чакнӑ: 2010 ҫулхи 1 435 000 ҫынран 2020 ҫулта 1 067 000 ҫынн юлнӑ. Вӗсен хушшинче чӑваш чӗлхине пӗлекеннисем 61 процентне кӑна. Паллах, ку хисепсене асӑрхануллӑрах пӑхмалла — вырӑс облаҫӗсенче пурӑнакан чӑвашсем «вырӑссем» категорине лекме пултарнӑ — анчах малашлӑха вӗсем ҫапах та кӑтартаҫҫӗ. Паллах, ку халӑхӑн куллен чакӑннипе мар, ассимиляци пирки пулнӑ. Чӑвашсем пурӑнакан вырӑнсене географи енчен пӑхсан, Чӑваш Ен тулашӗнчи чӑвашсен шучӗ самаях чакнине курма пулать. 

Хӑш-пӗр активистсен пуҫарӑвӗсем ҫакӑ тренда укҫа-тенкӗ тата информаци ресурсӗсем ҫитеклӗ пулманнипе пур ҫӗрте те хирӗҫ тӑма пултараймаҫҫӗ. Тепӗр енчен, Чӑваш наци конгресӗн формальнӑй структурисем, унта ӗҫлекеннисем, чӑваш культурине ӳстерме кирли ҫинчен ҫултан-ҫула калаҫаканскерсем, халӑхсен туслӑхӗ ҫинчен калакан лозунгӗсемпе тӗрлӗ уявсемпе фестивальсене ирттерсе укҫа-тенкӗ тӑкаклаҫҫӗ. 

Ҫав вӑхӑтрах халӑх шухӑшӗсене шута илмесӗр, сӳтсе явмасӑр республикӑн позицийӗсем Федераци шайӗнче чакса, ҫухалса пыраҫҫӗ. Сӑмахран, 2000 ҫулхи Республикӑн Конституцийӗ пӗрремӗш редакцинче Чӑваш Ене «Раҫҫей Федерацийӗн йышӗнчи республика (патшалӑх)» тесе палӑртнӑ, анчах та Федераци центрӗ тӗрлӗ халӑх регионӗсен ирӗклӗхӗсене утӑм хыҫҫӑн утӑм пӗтерсе пынӑ май, 2012 ҫулта ҫак положенийе документран чӗрсе пӑрахнӑ. Ҫулталӑк маларарах Конституцин пӗтӗм статйисенче те «Чӑваш Республикин Президенчӗ» тесе ҫырни те ҫухалнӑ — Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ тӳрлетӗвӗсене йышӑннӑ хыҫҫӑн вӑл Пуҫлӑх пулса тӑнӑ, Республика вара, формальнӑй кӑна пулнӑ пулсан та, патшалӑх паллисене те ҫухатнӑ.

Кунсӑр пуҫне, Раҫҫейре те, ют ҫӗршывсенче те чӑваш халӑхӗн интересӗсене сыхлакан, чӑн-чӑн субъектноҫлӑ, вӑйлӑ, никама та пӑхӑнман халӑх юхӑмӗсем е политикӑллӑ ушкӑнсем ҫук. Вӗсем пулнӑ пулсан, тен, халӑх шухӑшне тата хирӗҫленине пӑхмасӑр, Хаяр Йӑвана чапа кӑларакан палӑксем Чӑваш енре лартман пулӗччӗҫ. Анчар та, халӑха ҫӗнтернӗ патшасене палӑксем лартасси — пирӗн вӑхӑтри йӑлана кӗнӗ юхӑм.

Ҫӑлкуҫсем:

1. Плетнева С. А. Древние болгары в восточноевропейских степях [Хӗвелтухӑҫ Европӑри ҫеҫенхирсенчи авалхи пӑлхарсем] / Татарская археология. Казань, 1997. № 1. С. 46–50.

2. Лаврентьевская летопись [Лаврентийӗн летопиҫӗ] . ПСРЛ, том I. Издание 1-е. Лаврентьевская и Троицкая летописи. СПб., 1846. 14. С. 445.

3. Димитриев В. Д. Чувашия в эпоху феодализма (XVI — начало XIX вв.) [Чӑваш Ен феодализм тапхӑрӗнче (XVI ӗмӗр — XIX ӗмӗр пуҫламӑшӗ)]. Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 1986. С. 28.

4. Бахтин А. Г. XV–XVI века в истории Марийского края [XV-XVI ӗмӗрсенчи Мари Эл ҫӗрӗн историйӗ] Йошкар-Ола: МГПИ им. Н. К. Крупской, 1998. С. 130.

5. Свечников С. К. Присоединение Марийского края к Русскому государству [Мари Ел ҫӗрӗсене Вырӑс патшалӑхне хутшӑнтарни]: монография. Казань: Институт истории АН РТ, 2014. С. 219.

6. Доннелли А. С. Завоевание Башкирии Россией [Раҫҫей Пушкӑрт ҫӗрӗсене туртса илни] . 1552–1740 гг. Страницы истории империализма. Уфа, 1995. С. 49–50.

7. Герцен А. И. Былое и думы [Иртнӗ кунсемпе шухӑшсем]. Л., 1947. С. 135, 140.

8. Димитриев В. Д. История Чувашии XVIII в. [XVIII ӗмӗрти Чӑваш Ен историйӗ], 1959. С. 351.

9. Саид Э. Ориентализм [Ориентализм]. М.: Изд-во музея современного искусства «Гараж», 2021.

10. Slocum, John W. Who, and When, Were the Inorodtsy? The Evolution of the Category of “Aliens” in Imperial Russia [Камсем тата хӑҫан ют йӑхсем пулнӑ? Империллӗ Раҫҫейри «Ютсен» категорине хаклани].

11. Фуко М. Надзирать и наказывать. Рождение тюрьмы [Пӑхмалла тата явӑп тыттармалла. Тӗрме ҫурални]. M.: Ad Marginem, 1999.

12. Ильминский Н. И. Письма к К. П. Победоносцеву [К. П. Победоносцева ҫырнӑ ҫырусем]. С. 398–399.

13. Филимонов Д. К характеристике системы Ильминского [Ильминскийӗн системине хаклани] // Чичерина С. В. У приволжских инородцев [Атӑл тӑрӑхӗнчи ют йӑхсем патӗнче]. Прил. 12. С. 90.

14. Иванова В., Иванов М. Приглашение в Чувашию [Чӑваш Ене чӗнни]. Фотоальбом. Чебоксары, 1972. С. 5–6.

15. «Татар-информ»: Майя Хухунашвили: Если язык сохранится в семье, то народ сможет выжить и вне своей родины [Ҫемьере чӗлхе упранса юлсан, халӑх тӑван ҫӗршыв тулашӗнче те чӗрӗ юлать]. 2018.

16. Ибн-Фадлан. «Записка» о путешествии на Волгу [Атал тӑрӑх ҫул ҫӳрени ҫинчен «Ҫыру» ]. М., 2012.

17. Худяков М. Г. Очерки по истории Казанского ханства [Хусан ханлӑхӗн историйӗ ҫинчен ҫырнӑ очерксем]. Татарстан Жомһүриятенең. Милли китапханесе. Национальная библиотека, 2000.

18. Джераси Р. Окно на Восток: Империя, ориентализм, нация и религия в России [Хӗвелтухӑҫнелли чӳрече: Раҫҫейри импери, ориентализм, халӑх тата тӗн] / Авторизов. пер. с английского В. Гончарова. М.: Новое литературное обозрение, 2013.

19. Agnes Nilufer Kefeli. Becoming Muslim in Imperial Russia[: Conversion, Apostasy, and Literacy [Раҫҫей империйенче мӑсӑльмансем пулса кайни. Тӗне кӗни, тӗнрен тухни тата хут пӗлни]. University Press, 2015.

20. ARGADU: Народы Поволжья в движении отступничества XIX века [XIX ӗмерти Атӑл тӑрӑхӗнчи халӑхсем тӗнрен тухаканнисен юхӑмӗсенче]. 2021.

21. Ягафова Е. А. Чуваши-мусульмане в XVIII — начале XXI вв. [XVIII ӗмерти — XXI ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи мӑсӑльман чӑвашӗсем]. Самара: ПГСГА, 2009.

22. «Реальное время»: С. В. Щербаков. Как Сталин обещал построить чувашам свой Вашингтон [Сталин епле чӑвашсене хӑйсен Вашингтонӗ тума сӑмах панӑ]. 2018.

Мнение редакции может не совпадать с точкой зрения авторо:к и геро:инь публикуемых материалов.